Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Иккасси поселокӗнче (вӑл Иккасси ялӗнче кӑнтӑралла вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ) пурӑнакан пӗртен пӗр ҫемье темиҫе кун ҫутӑсӑр пурӑнать ӗнтӗ. Электроэнергие кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех сӳнтернӗ. Кристина Варламова Иккассинче ҫемйипе пурӑнать. Вӗсен кил-йышӗнче тӑватӑ ҫын. Иккасси ялӗнче хӗлӗн-ҫавӗн пӗртен пӗр ҫемье кун кунлать. Ыттисемпе дача пек ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Ҫемье вунӑ кун ӗнтӗ ҫуртапа усӑ курать. Юрать, кӑмака пур вӗсен. Кӗҫӗнни 2,5 уйӑхра ҫеҫ. Телефон зарядки пӗтсен мӗн тумалла? Инкек сиксе тухсан мӗнле шӑнкӑравламалла? Хӑй Иккасси ялӗ аякра вырнаҫнӑ. Унччен ҫуртсем вӑрман хуҫалӑхӗн пулнӑ. Унтан вӗсене сутнӑ. Ҫапла 2014 ҫултанпа ҫынсем электричествӑшӑн укҫа тӳлемен. Парӑм 45 пин тенке ҫитнӗ. Чӑвашэнерго ӑна тӳлемесӗр ҫутӑ ҫутас ҫук. Администраци ҫутӑ ыйтӑвне район балансӗ ҫине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явать. Парӑма татсанах поселокра ҫутӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Вӑрнар районӗн ҫыннисем «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Ялта темиҫе кун шыв ҫукки пӑшӑрхантарнӑ вӗсене. Ҫавна май шӑпӑрлансем те ача пахчине ҫӳремеҫҫӗ. — Поселокра — йӗркесӗрлӗх! Ача пахчисенче те шыв ҫук, пӗчӗкскерсем килте лараҫҫӗ. Авари пулсан тарамаччӗ, анчах управляющи компанийӗ шыв пама чарнӑ-ҫке. Администраци унпа контракт алӑ пусман вӗт. Тепӗр енчен, управляющи компанине те ӑнланма пулать, — тенӗ пӗр ҫын. Компани пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем влаҫпа тахҫанах пӗр чӗлхе тупма хӑтланнӑ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫӗнӗ килӗшӳ алӑ пусмашкӑн уведомлени темиҫе те янӑ-мӗн вӗсем. Анчах тӳре-шара халӗ те йышӑну туман. Ҫитес вӑхӑтра алӑ пусма шантарнӑ-ха администраци… Чиновниксем шантарнӑ пулсан та ҫынсем прокуратурӑна ҫыру ямашкӑн алӑ пустарса ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Элӗк районӗнчи 180 ҫуртра тӑваттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ шыв пӑрӑхӗсӗр пурӑнаҫҫӗ. Шыв пӑрӑхне виҫӗм ҫулхи хӗлле кӑна хута янӑ, анчах вӑл юрӑхсӑра тухнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ыйтӑва уҫӑмлатма шут тытнӑ. Шыв башнине тумашкӑн 14 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Анчах усӑсӑр. Элӗкре пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, унпа 2-3 уйӑх ҫеҫ усӑ курнӑ. Унтан насос ҫунса кайнӑ, кайран тата темӗскер… Халӗ халӑх унпа усӑ кураймасть. Урамри чылай колонкӑна кӑларса илнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа нумайӑшӗ ҫӑл патне утать. Анчах чылай вырӑнта ҫӑлри шыв юрӑхсӑр. Вӑл акшарлӑ. Башньӑран вара лайӑх шыв килнӗ. Асаматри 100 кил те шыв пӑрӑхӗпе усӑ кураймасть. Инҫех мар ҫӑва вырнаҫнӑ. Эппин, мӗнле шыв юхать унта? Элӗкре Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем пулнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫӗмӗрӗлнине вӑхӑтра юсама май пулнӑ. Вӗсем документсене тӗрӗсленӗ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатмашкӑн пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӑл вӑхӑтра рабочисем насоса юсама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш ялӗнче пурӑнакан Вениамин Ивашкин пурнӑҫ тӑршшӗпе тракторпа ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть вӑл, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн, лаша усрама тытӑннӑ. Халӗ Вениамин Ивашкин лашапа ялтисене ярӑнтарать. Мӑнукӗсене, вӗсен ачисене урам тӑрӑх ярӑнтарать. Вӗсем пӗтӗмпе — 24-ӑн. Ватӑ ҫын ачасене лаша пӑхма та вӗрентет. Хӑй уйра ҫур ӗмӗр ытла ӗҫленӗ. Ашшӗн ҫулӗпе кайса тракторист механизатора вӗреннӗ, пурнӑҫне тӑван колхозне халалланӑ. Пенсие тухсан та 13 ҫул уйра тар тӑкнӑ. Вениамин Ивашкин малтанах лаша туяннӑ, кайран тиха ҫуралнӑ. Халӗ хуҫалӑхра ӗҫ нумай. Унӑн шухӑшӗпе, лашапа трактор пӗр пекрех. Иккӗшне те пӑхмалла. Пӗрне утӑ ҫитермелле, теприне топливӑпа тивӗҫтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш Енре ял туризмне аталантармашкӑн инфратытӑм объекчӗсене хута яраҫҫӗ. Нумаях пулмасть Тӑвай районӗнчи Тӗмер ял тӑрӑхӗнче «Паснерка» усадьба уҫӑлнӑ. Ӑна раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Усадьбӑна хута ямашкӑн 74 миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна 3 ҫулта туса пӗтернӗ. Усадьба 25 гектар ҫӗр ҫинче вырнаҫнӑ. «Паснеркӑра» икӗ хутлӑ хӑна ҫурчӗ, конференци залӗ, утар ҫурчӗ, ял хуҫалӑх тата экологи туризмӗн ытти ҫурчӗсем пур. Туризм объектне уҫнӑ чухне инвесторсене вырӑнти чиновниксем тав тунӑ. Проекта хута янӑ чухне кунсерен канакан 50 ҫынна йышӑнма, 25 ӗҫ вырӑнӗ тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шӑмӑршӑра ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан кӗпер пур. Ун урлӑ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем кулленех каҫса ҫӳреҫҫӗ. Кӗпер тахҫанхиех, ҫавӑнпа унпа усӑ курма хӑрушӑ. Анчах ҫынсем ҫакна пӑхмасӑрах ун урлӑ кашни кун каҫса ҫӳреҫҫӗ. Ара, тавран кайиччен… Вӑл ҫула кӗскетме май парать-ҫке-ха. Кӗпер урлӑ каҫса шкулпа тата ача пахчине хӑвӑрт ҫитме пулать. Ку кӗпер Шӑмӑршӑри шкулпа «Сказка» (чӑв. Юмах) ача пахчи ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа ун урлӑ ачасем те куллен каҫа ҫӳреҫҫӗ. Темиҫе метрта бетон кӗпер пулсан та унпах усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем ҫула кӗскетсе хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ. Ҫапла палӑртаҫҫӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче. Шӑмӑршӑра, сӑмах май, 5 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче лампӑсене пӗр хунар ҫинчен теприн ҫине куҫараҫҫӗ. Ҫакна вӗcем ӗҫсӗр аптӑранипе, ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвала тенине тӗпе хунипе хӑтланмаҫҫӗ-ха. Лампӑсене ылмаштарни энергие перекетлес тенипе ҫыхӑннӑ. Ял тӑрӑхӗнче маларах урамсенчи лампӑсене энергие перекетлекеннисемпе ылмаштарса тухнӑ. Халӗ тата ҫутӑ диочӗллисем тухса кайрӗҫ. Вӗсем пирки специалистсем тата лайӑхрах тесе калаҫҫӗ. Ҫутта сахал пӗтерет пулин те ҫутатма лайӑх ҫутатать теҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса атнарсем урамри хунарсем ҫинчи лампӑсене ҫутӑ диодлисемпе ылмаштарса тухнӑ. Энергие перекетлекен лампӑсене те вӗсем тухса пемен. Вӗсене, пурӗ 50 лампа, вырӑнти «Пучах» (Колосок) ача пахчине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хӗрлӗ Чутайӗнчи Ленин урамӗнче ҫӗнӗ ача пахчин ҫурчӗ кӑҫал темиҫе уйӑхрах ҫӗкленсе ларнӑ. Ун пек капмар ҫурт район центрӗнче ҫук та тесе пӗлтерет «Пирӗн пурнӑҫ» район хаҫачӗ. Ача пахчине тӑвакан организаци мӗнпур ӗҫе контрактпа килӗшӳллӗн раштавӑн 25-мӗшӗнче вӗҫлемелле-мӗн. Район администрацийӗнче нумаях пулмасть ача пахчине вӑхӑтра хута ярас ыйтупа канашлӑва пухӑннӑ. «Малтанах ача садне «Шевле» ят памалла тесе палӑртнӑччӗ, паян вара «Солнышко» ача сачӗн иккӗмӗш корпусӗ пирки калаҫу пырать», — тесе ҫырнӑ район хаҫатӗнче. Ҫавӑн пекех ача пахчи валли чӳрече каррисем, кавирсем, спорт инвентарӗ илме укҫа-тенкӗ тупмалла. Яваплисем ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ. Ача пахчине 160 ача ҫӳреме пуҫлӗ, 8 ушкӑн пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Елчӗк районӗнчи вулавӑшсем тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ ҫыннисене асӑнса тӗрле мероприяти ирттерсех тӑраҫҫӗ. Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ятне те унтисем асра тытаҫҫӗ. Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр, чӑваш поэзийӗн классикӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 116 ҫул ҫитнине асра тытса ҫав районти Патреккел ял вулавӑшӗнче чӑвашлӑх сехечӗ ирттернӗ. Культура учрежденийӗ «Халӑх асӗнчи поэт» калаҫу йӗркеленӗ. Унта ачасене йыхравланӑ. Чӑвашлӑх сехетне пухӑннӑ шкул ачисене паллӑ поэт ҫинчен ҫӗнни те кӑсӑкли самай каласа кӑтартнӑ. Ачасем вулавӑшра чӑваш поэзийӗн классикне Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа йӗркеленӗ «Ҫеҫпӗл пирӗн чӗрере» курав урлӑ та ҫулӑм чӗреллӗ поэт пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, йывӑр та синкерлӗ шӑпипе тӗплӗн паллашма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи ҫамрӑксем нумаях пулмасть культурӑпа кану центрне КВН вӑййине пуҫтарӑннӑ. Ҫак конкурса Патӑрьел район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центрӗ йӗркеленӗ. Вӑййа 5 команда: Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи «Борщ», Пикшикри «Аврал», Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкулӑн «Люди Б», 2-мӗш вӑтам шкулӑн «Дети юмора», Тутар Сӑкӑтри «Экстрим» — хутшӑннӑ. КВНа «Культура ҫулталӑкӗнчен — литература ҫулталӑкне» темӑпа ирттернӗ. «Командӑсем пӗринчен тепри маттур, жюрисене те ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулмарӗ», — тесе пӗлтерет вӗренӳ пайӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен методисчӗ А. Антонова. Ҫӗнтерӳҫӗ вара Патӑрьелӗнчи 2-мӗш вӑтам шкулӑн «Дети юмора» ушкӑнӗ пулса тӑнӑ. Ытти команда «КВН призерӗ» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |